Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Паллӑ ҫыравҫӑн юбилейӗ ячӗпе

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 31.01.2014 21:40 | 1297 хут пӑхнӑ
Культура Лаврентий Таллеров кӗнекисем / Елчӗк районӗнчи Вырӑскассинчи вулавӑшӗн куравӗ
Лаврентий Таллеров кӗнекисем / Елчӗк районӗнчи Вырӑскассинчи вулавӑшӗн куравӗ

Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче республикӑра Чӑваш халӑх писателӗ, 1976-мӗш ҫултанпа Совет Союзӗнчи ҫыравҫӑсен ретӗнче тӑнӑ, Ҫемен Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗ Лаврентий Васильевич Таллеров ҫуралнӑранпа 85 ҫул тултарнине уявларӗҫ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш салинчи ял вулавӑшӗнче паллӑ писательсемпе поэтсен юбилейӗсене халалласа яланах вӗсен кӗнекисенчен тӑракан выставкӑсем йӗркелеҫҫӗ, вулакансемпе тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Вулавӑшра тӑрӑшакан Надежда Павлова ял халӑхне, шкул ачисене вулавӑша килекен ҫӗнӗ кӗнекесемпе, тӗрлӗ хаҫат- журналпа паллаштарсах тӑрать: историллӗ материалсем тӑрӑх интереслӗ хӑтлавсем хатӗрлет, вырӑнти уявсене ирттерме сценарисем хатӗрлесе парать.

Лаврентий Таллеров юбилейӗ тӗлне те вулавӑшра унӑн кӗнекисен куравне йӗркелерӗҫ, «С любовью к простому человеку» (чӑв. «Ахаль ҫынна кӑмӑлласа») литература уявӗ ирттерчӗҫ. Надежда Павлова пухӑннисене ҫыравҫӑн кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ. Юлашки ҫулсенче вырӑнти вулавӑш ҫыравҫӑн «Майра» тата «Шеремет» кӗнекисемпе пуянланнӑ, ку кӗнекесене халӑх уйрӑмах юратса вулать.

Ҫыравҫӑн «Подсолнух златоглавый», «Брезовый сок», «Суженый мой Салиме» кӗнекисене те халӑх кӑмӑллать.

Вырӑс писателӗ Павел Петрович Бажов 135 ҫул тултарнине халалласа та вулавӑшра вырӑнти шкул ачисемпе «Бажов юмахӗсем тӑрӑх» литература уявӗ ирттерчӗҫ. Ачасем ача-пӑча писателӗн пурнӑҫӗпе паллашрӗҫ, унтан вӑл хайланӑ юмахсем тӑрӑх ҫулҫӳреве тухрӗҫ. Викторина ыйтӑвӗсене хуравлассипе тӑваттӑмӗшсем уйрӑмах хастар пулчӗҫ.

#юбилейсем, #вулавӑшсем, #Штанаш, #Хӗрлӗ Чутай районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем