Шупашкар хулинчи Ленин район сучӗ республикӑн Аслӑ сучӗн судйи пулнӑ 48 ҫулти арҫынна икӗ ҫуллӑха условлӑ майпа айӑплама тата ҫав вӑхӑтра руль умне ларма чарма йышӑннӑ.
Пысӑк шӑв-шав ҫӗкленӗ ҫак инкек 2011 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пулнӑччӗ. «CHERY SUV T11» машинӑна тытса пыракан судья «зебрӑпа» ҫул урлӑ каҫакан 34 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Ҫуран ҫӳрекен инкек пулнӑ вырӑнтах вилсе кайнӑ.
Прокуратура судьяна 3 ҫуллӑха колони-поселение яма ыйтнӑ-мӗн. Суд условлӑ майпа айӑплас тенӗ.
Судья айӑпа йышӑнман-мӗн. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, машинӑна чарма май килмен. Чӑн та, ҫав вӑхӑтра вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Хӗрарӑмӑн тӑванӗсене судья 610 пин тенкӗ укҫа панӑ. Ку вӑл вӗсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнине саплаштарма ӗнтӗ.