Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫине ӳстересси хальхи вӑхӑтра чи сӳтсе явакан ыйтусенчен пӗри шутланать тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн тӗп аграри ведомстви. Кун пирки ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов нумаях пулмасть Чӑваш Эн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ирттернӗ канашлура та палӑртса хӑварнӑ иккен.
Чӑваш Енӗн стастисчӗсем иртнӗ ҫулхи кӑрлач–чӳк уйӑхӗсенче республикӑри аграрисен уйӑхи вӑтам ӗҫ укҫи 10 пин те 630 тенке ларнине пӗлтереҫҫӗ. 2012 ҫулхипе танлаштарсан шалу 11,2 процент ӳснӗ иккен-ха. Анчах республикӑри вӑтам ӗҫ укҫипе танлаштарсан, ҫак хисеп асӑннӑ суммӑн 56,1 проценчӗ кӑна пулать.
Шалу пӗчӗк курӑнни ӗҫлекенсен хисепне тӗрӗс шутланипе те ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче. Кунта ташлама пӗлменнине пӗр япала чӑрмантарать текен ваттисен сӑмахӗ аса килчӗ те, юрӗ, ун пирки чарӑнса тӑмӑпӑр. Ҫапах та ӗҫ тухӑҫлӑхӗ пӗчӗккисенче шалу та пӗчӗккине асӑнаҫҫӗ-ха. Ҫӗмӗрле районӗнче, акӑ, ӗҫ тухӑҫлӑхӗ кашни ҫын пуҫне 119 пин тенке ларать иккен. Ку вӑл — республикӑра чи пӗчӗкки. Тухӑҫ 120–450 пинлисенче уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 6–8 пин тенкӗпе танлашать-мӗн. Кашни ӗҫлекен пуҫне 400–650 пин тенкӗ лараканнисенче шалу 7,6–9,0 пин тенкӗ таран тухать иккен. Тухӑҫлӑх 1 миллион тенкӗ те 560 тенке ҫитекеннисенче шалу 9,5–13,5 пин тенкӗ тухать. Кун пек районсен шутӗнче Шупашкар тата Ҫӗрпӳ районӗсене асӑнаҫҫӗ. Унта «Сувар-2», «Ҫӗрпӳри бекон» йышши сысна фермисем, «Юрма» кайӑк-кӗшӗк фабрики (вӑл агрохолдинг шутланать-ха) пуррине палӑртса хӑвармалла.
Ӗҫ укҫине тивӗҫлипе тӳлеменнисене правительствӑн агропромышленноҫ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комиссине чӗнсех намӑслантарасшӑн-мӗн.