Иртнӗ ҫулталӑкӑн раштавӑн 17–27-мӗшӗсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнче предприятисемпе ял тӑрӑхсем хушшинче Ҫӗнӗ Ҫула эрешсемпе кӗтсе илессипе ӑмӑрту иртнӗ.
Район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров уяв умӗн ҫӗнтерӳҫӗсене чысларӗ. Жюри пайташӗсем ял тӑрӑхсенчен чи хитри Ачкасси ял тӑрӑхӗ пулнине пӗлтернӗ. «Иккӗмӗш вырӑнта киватикассисем, виҫҫӗмӗшсем — Хусанушкӑньсем», — тесе йышӑннӑ. Юмахсенчи сӑнарсене атнарсем пуринчен те ӑстарах сӑнарласа кӑтартма пултарнӑ. Вӗренӳ учрежденисене илем кӳрессине илес пулсан — Хӗрлӗ Чутайри «Хӗвел» ача пахчи воспитателӗсемпе кунта ҫӳрекен ачасем малти вырӑна тухнӑ. Культура учрежденийӗсенчен чи малти вырӑнта Хӗрлӗ Чутайри культура ҫурчӗ диплома тивӗҫнӗ. Суту-илӳ предприятисенчен чи ӑстисем — Хӗрлӗ Чутайри райпо ӗҫченӗсем.
Сӑнсем (42)