Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Хӗрлӗ Чутайри фольклор уявӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 19.12.2013 22:14 | 1695 хут пӑхнӑ
Культура

Раштавӑн 18-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайри Культура ҫуртӗнче «Иксӗлми Чутай ҫӑлкуҫӗсем» фольклор фестивалӗ иртрӗ. Кӑҫал вӑл саккӑрмӗш ҫул пухӑнчӗ ӗнтӗ. Фестивале районти 13 ушкӑн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Хаклав пайташӗсен йышӗнче районти культурӑпа спорт пайӗн ертӳҫи Александр Самсонов, вӗренӳ пай пуҫлӑхӗ Алексей Порфирьев, администрацин культурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен эксперчӗ Алина Михуткина тата Валентина Грачева пулчӗҫ, вӗсем уява хутшӑннӑ фольклор ушкӑнӗсен ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхне палӑртрӗҫ. Кашни коллектив хӑйнеевӗрлӗхпе уйрӑлса тӑрать, кашниех пултаруллӑ, артистсенчен пӗрре те кая мар!

Уява Хӗрлӗ Чутайри шкул ҫулне ҫитмен ачасен «Рябинушка» (чӑв. Пилеш) ача-пахчине ҫӳрекенсем уҫрӗҫ. Шӑпӑрлансем чӑваш вӑййисене вылярӗҫ, хӑйсен уҫӑ сассисемпе хитре юрӑсем юрласа куракансене савӑнтарчӗҫ. Кӑҫалхи фестивале пӗрремӗш хут Мӑн Этменти «Савӑнари» ушкӑн та хутшӑнчӗ. Куракансем кашни номерех тӑвӑллӑн алӑ ҫупса саламларӗҫ. Хаклав пайташӗсем уява пӗтӗмлетнӗ май пӗрремӗш вырӑна Пантьӑк ял тӑрӑхӗнчи «Сӑр таппи» фольклор ансамблӗ, иккӗмӗш вырӑна Хӗрлӗ Чутайри «Ҫартмас» тата Штанаш ял тӑрӑхӗнчи «Шуҫӑм» ансамблӗсем йышӑннине пӗлтерчӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Мӑн Этменри «Савӑнари» тата Кивӗ Атикассинчи «Шупуҫ» фольклор ансамблӗсем пайларӗҫ.

Сӑнсем (155)

#Хӗрлӗ Чутай, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Штанаш, #Кивӗ Атикасси, #Паньтӑк, #Мӑн Этмен, #фестивальсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем