Пӗрре шухӑшлатӑн та чӑваш чӗлхи чӑвашсене мар, ытти халӑхсене ҫеҫ кирлӗ пек туятӑн. Вӗсем унта, чикӗ леш енче, ӑна хаваспах вӗренеҫҫӗ, пирӗннисене вара темшӗн хистесе вӗрентме тивет.
Ак, нумай пулмасть, Японирен хыпар килнӗ. Унта пурӑнакан Нао Кудо чӑваш чӗлхине вӗренме шут тытнӑ. Чи малтанах вӑл Геннадий Дегтярёв хатӗрленӗ «Изучаем чувашский язык» кӗнекене алла илнӗ. Инҫетри ҫӗршывра ӑна епле туянни паллӑ мар, анчах вӗренӗве ҫӑмӑллатма дискӗ пулман имӗш унӑн. Чӑвашла вӗренекен каччӑ кӗнеке авторӗнчен ҫак диска ытсан Геннадий Дегтярёв пӗр шутласа тӑмасӑрах ӑна пулӑшма шутланӑ, аудиофайлсене тӗнче тетелӗ урлӑ ярса панӑ.
Нао Кудо иккен, Токиори ют чӗлхесен университетӗнче вӗренет, унта вӑл вырӑс чӗлхине ӑша хывать. Раҫҫей поэзипе кӑсӑкланнӑ май вӑл Геннадий Айхин сӑввисемпе интересленсе кайнӑ — вӗсене вӑл пирӗн поэтӑн тӑван чӗлхипе вуласшӑн иккен. Ҫитес ҫул яппун студенчӗ Чӑваш Ене те килсе каяс шухӑшлӑ. 2014 ҫулта Геннадий Айхи 75 ҫул тултарнине шута илсен ҫак ҫулҫӳрев уншӑн чӑн та пӗлтерӗшле пулмалла.
Кӗнеке пирки калас пулсан вӑл нумай пулмасть «Филологи, ӳнер пӗлӗвӗ, культурологи» номинацире тӗнче шайӗнчи «Гуманитари сферинчи чи лайӑх ӑслӑлӑх кӗнеки — 2013» конкурсӑн лауриачӗ пулса тӑнӑ.
Migulaj // 1021.32.6011
2013.12.14 21:50 | |
Апла пулсан ку кĕнекене акăлчан чĕлхипе кăлармалла. |