Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Улатӑрта ӗлӗкхи ҫурта реставрацилеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 28.11.2026 20:01 | 12 хут пӑхнӑ
Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Улатӑр хулинче ӗлӗкхи ҫурта реставраци тӑваҫҫӗ. Унта авал тӗн училищи пулнӑ. Ҫак ҫурт хулара Троцкий урамӗнче вырнаҫнӑ.

Тӗн училище вырнаҫнӑ ҫурта 140 ҫул каялла хута янӑ. Ӗлӗк унта тӗн семинарине вӗренме кӗрекенсене хатӗрленӗ. Кунта паллӑ банкир тата коллекционер Иван Цветков вӗреннӗ. Вӑл каярахпа Мускав хулине хӑйӗн коллекциллӗ особнякне парнеленӗ. Унӑн пӗр пайӗ Третьяков галерийине кӗнӗ.

Хальхи вӑхӑтра Улатӑрти ҫак ҫуртра шалти отделкӑна тӑваҫҫӗ. Тӑррине, мачча тӑррине, никӗсне тата стенисене йӗркене кӗртнӗ, чӳречисемпе картлашкисене ҫӗнетнӗ, сетьсене улӑштарнӑ. Урайне те лайӑхлатма палӑртнӑ. Ҫуркунне фасачӗпе тата картишӗпе ӗҫлеме тытӑнӗҫ.

Реставрацие 2027 ҫулта вӗҫлеме палӑртнӑ. Кайран унта мӗн пулассине тӳре-шара хальлӗхе пӗлтермен.

#Улатӑр

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_32418
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем