Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи шкулта вӗренекен ачасем «Камсем эпир? Хӑш йӑхран?» ыйту пирки пуҫ ватнӑ. Философилле тата историлле ку ыту тавра пуҫа ҫӗмӗрттерме хистекенни — вырӑнти чӑваш чӗлхипе литературин учителӗ Алина Николаева.
Маларах асӑннӑ ыйту хуравне тупас тесе 5 тата 6 -мӗш класс ачисемпе Иван Яковлева аса илнӗ.
«Ӑна, паллах, эпир яланах асра тытатпӑр, анчах паян уйрӑм сӑлтав — вӑл пурнӑҫран уйрӑлнӑ кун. Пиллӗкмӗшсем те, улттӑмӗшсем те тупӑша-тупӑша хӑйсем мӗн пӗлнине каласа пама васкарӗҫ, ҫӗннине шырарӗҫ. Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр чӑвашлӑха упраканӗ, хӑй 20 ҫулта чухне чӑваш ачисем валли шкул уҫаканӗ пулнине, чӑваш алфавичӗ, букварӗ вӑл тӑрӑшнипе паянхи кун та пурӑннине тата ытти тӗрлӗ пулӑмсене каласа пачӗҫ. Маттур пирӗн ачасем. Вӗсенче — чӑваш пуласлӑхӗ!
Камсем эпир? Хӑш йӑхран? Ачасем хуравне тупрӗҫ: эпир Иван Яковлевич Яковлев йӑхӗнчен, апла пулсан, чӑннипех те чӑн-чӑн чӑвашсем, пуласлӑха шантаракансем», — тесе пӗлтернӗ вӗренӳ учрежденийӗн пабликӗнче.
