Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Хыпар» Издательство ҫурчӗ йышне тепӗр 18 район хаҫачӗ кӗрӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче «Хыпар» Издательство ҫуртне реорганизаци тӑвасси пирки йышӑнӑва ҫирӗплетнӗ.
Документа ЧР Цифра министерстви хатӗрленӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, «Хыпар» йышне 19 округ хаҫатне тата республикӑри 1 «Вакыт» хаҫата кӑларакан 18 редакци кӗрӗ. Ку йышӑну – республикӑри медиахолдинга йӗркелемелли тапхӑрсенчен пӗри.
Управление тата администраци ӗҫӗсене «Хыпарта» централизацилени ресурссене усӑ курассине оптимизаци тума пулӑшӗ. Ку, прогноз тӑрӑх, 2026 ҫулта 4,3 миллион тенкӗ перекетлеме май парӗ.
Кунсӑр пуҫне редакци ҫурчӗсенчен пӗр пайне муниципалитетсене парӗҫ, ку та укҫа перекетлеме май парӗ. Ку укҫана типографи тӑкакӗсем, коммуналлӑ пулӑшусене тӳлесси, аренда ҫине ярӗҫ, редакцисенчи пурлӑхпа техника базине ҫӗнетӗҫ.
