Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑваш кил-ҫурчӗн ҫуртне тума шухӑшлаҫҫӗ. Унӑн пӗрремӗш чулне хунӑ та ӗнтӗ. Пӗрремӗш кирпӗче хывма облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов хӑй хутшӑннӑ иккен.
Чӑваш кил-ҫуртне хулари Ҫамрӑксен хулинче тума пуҫланӑ. Ӑна «Наци ялӗ» текен этнокультура соооруженийӗсен комплексӗнче хута яраҫҫӗ. Наци ялӗнче тӑхӑр халӑх ҫыннисен культурине кӑтартмалла тӑвасшӑн. Ҫавӑнта сакӑр номерлӗх хӑна ҫурчӗ, ампарлӑ тата лаша витиллӗ музей ҫурчӗ, ҫулла ӗҫсе-ҫимелли уҫӑ вырӑн хӑпартса лартасшӑн.
«Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӗмӗпӗрти наципе культура автономийӗ хӑйӗн комплексне тума чи малтан ирӗк илнисенчен пӗри-мӗн. Тӗп ӗҫсене килес ҫул тума палӑртнӑ.