Куславкка районӗнчи ачасен кӗрхи каникулӗ чылайлӑха асра юлас шанӑҫ пур. Вӗсем валли тӗрлӗ мероприяти йӗркелеме палӑртса хунӑ.
Куславккари комплекслӑ центра Карамӑш, Куснар ял тӑрӑхӗсенчи тата Куславкка хулинчи ачасене пухӗҫ. Анчах пурне те мар — сахал тупӑшлӑ, тулли мар, нумай ачаллӑ ҫемьесенче пурӑнакансене. Вӗсене вожатӑйсем вырӑнти «Атӑл» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче спорт эстафетисене хутшӑнтарӗҫ, бассейнра иштерӗҫ. Районти кӑсӑклӑ ҫынсемпе курнӑҫтарассине те плана кӗртнӗ.