Суд приставӗсен федераци службин республикӑри управленийӗ чи лайӑх водителе палӑртнӑ. Анчах ҫакна вӑл «Эсӗ мана килӗшетӗн, эсӗ вара аплах мар» тесе мар, конкурс ирттерсех суйланӑ. Мероприятие Автотранспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен кунне халалланӑ.
Конкурса 11 водитель хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсен ҫул-йӗр правилине епле пӗлнине кӑтартса пама тивнӗ. Конкурсӑн тепӗр пайӗнче руле ӑста тытнине кӑтартмалла пулнӑ. Тӗлӗнмелле пек те, тен, ҫук та пулӗ, пӗрремӗш вырӑна хӗрарӑм-водитель тухнӑ. Вӑл — управленин пурлӑхпа техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерекен пай водителӗ Татьяна Григорьева. Иккӗмӗшӗнче — суд приставӗсен Шупашкарти Калинин районӗнчи пайӗн водителӗ Артем Зайцев, виҫҫӗмӗшӗнче — управленин пурлӑхпа техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерекен пай водителӗ Алексей Каргин.