Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр пани пирки пӗлетпӗр-ха. Ӑна илме ирӗк пуррисенчен хӑшӗсем пӳрт лартма ӗмӗтленеҫҫӗ, теприсем — хушма хуҫалӑха аталантарма, виҫҫӗмӗшсем — дача вырӑнне усӑ курма. Илнӗ хыҫҫӑн кирлӗ мар тесе ҫӗре каялла паракансем те пур-мӗн. Ҫакӑн пирки республикӑн ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Наталья Тимофеева Чӑваш Енӗн Правительствин ертӳҫи Иван Моторин ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра ҫӗр илес кӑмӑллӑ нумай ачаллӑ 3 702 ҫемьене шута илнӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсенчен 42 проценчӗн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Ҫӗрлӗ пулса тӑнӑ 1 569 ҫемьерен 1191-шӗ тивӗҫлӗ хутсене туса ҫитерсе ҫав тупрана регистрациленӗ. Нумай ачаллӑ 80 ҫемье вара панӑ хыҫҫӑн «ҫӗр кирлӗ мар» тесе ӑна илме килӗшмен.