Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Газ тата экологи

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 29.10.2013 13:48 | 1187 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ Тӗлпулура. Галина Зотовӑн сӑнӗ
Тӗлпулура. Галина Зотовӑн сӑнӗ

2013 ҫул — Ҫутҫанталӑк ҫулталӑкӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче Шуськин Е.М., Трофимов О.В., Гусельщиков А.К. газ участок мастерӗсем тата «Моргаушмежрайгаз» АУО «Чӑвашсетьгаз» газ участокӗн ертӳҫи Орлов В.Г. районти шкулсене ятарлӑ графикпа ҫитсе «Газ тата экологи» темӑпа калаҫусем ирттерме палӑртнӑ. Графикпа килӗшӳллӗн Валерий Гурьевич Орлов паян Штанашри тӗп шкулта шкул ачисемпе тӗл пулчӗ.

Валерий Гурьевич пухӑннисене газ историйӗпе паллаштарчӗ. Пӗрремӗш хут газпа Пӗрлешӳллӗ Штатсенче (США) 1859-мӗш ҫулта усӑ курма пуҫланӑ иккен.

Районти 70 ялтан 63-шӗнче газпа усӑ кураҫҫӗ, ҫичӗ яла газ баллонӗсемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ачасене газ баллонӗ ӑшне газ еплерех тултарни пирки пӗлме те кӑсӑклӑ пулчӗ. Районта 10012 хваттерпе ҫуртран 6672-ӗшӗнче газпа усӑ кураҫҫӗ иккен.

Хӗрлӗ Чутай район территорийӗ витӗр Раҫҫейри чи вӑрӑм, 4 500 ҫухрӑм тӑршшӗ газопровод иртет, вӑл Тури Ҫӗрпӳкасси, Хӑмаркка, Шулю хӗррипе вырнаҫнӑ, унтан Сӑр урлӑ каять. Валерий Орлов ачасене газпа усӑ курнӑ чухнехи хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллаштарчӗ, ҫутҫанталӑка упрама чӗнсе каларӗ: «Пӗр йывӑҫран сире валли темиҫе кӗнеке ҫеҫ тухать, ҫавӑнпа та кашни ачан кивӗ хут пуҫтарма тӑрӑшмалла, ҫапла майпа кашниех йывӑҫсен кун-ҫулне тӑсма пулӑшӗ». Ҫул хӗрринчи курӑк, унта ӳсекен кӑмпа, вӑрманта хӑвна епле тытмалла, пластик кӗленчесен наркӑмӑшӗ, тата ытти чылай ыйту ҫине вӗренекенсем тулли ответ илчӗҫ. Тӗлпулу пуриншӗн те усӑллӑ пулчӗ.

#тӗлпулусем, #шкулсем, #Штанаш, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #ҫутҫанталӑк

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем