Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Аптӑранипе — республика пуҫлӑхӗ патне

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 26.10.2013 13:27 | 1295 хут пӑхнӑ
Хулара

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ теме юрататчӗ кукамай. Чӑн та, аптӑрасан ҫын таҫта та ҫитет пуль ҫав. Хӑшӗсем, ав, республика Элтеперӗ патне те ним мар вӗҫтереҫҫӗ. Акӑ, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Президенчӗн йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсене йышӑннӑ кун, юпан 24-мӗшӗнче. Ун патне тӗрлӗ ыйтупа пыракан пулнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Галина Филиппова, ав, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче вырнаҫнӑ эрех-сӑра сутакан заведенисем пирки тарӑхса пӗлтернӗ. Ӗҫсе-хыпса лартнӑ ҫынсем вӑрҫӑ-харҫӑ пуҫласа та кансӗрлеҫҫӗ иккен.

Шупашкар районӗнче пурӑнакан Ирина Московцева нумай ача амӑшӗ тата Шупашкарти сусӑр ача амӑшӗ Наталия Доброхотова ҫурт-йӗр ыйтӑвӗ пирки пӑшӑрханаҫҫӗ. Нумай ачаллӑ ҫав ҫемье валли ҫурт туса пӗтернӗ те иккен, шывпа, ҫутӑпа тата газпа тивӗҫтерсен унта куҫма кӗҫех май килӗ. Сусӑр ачаллӑ ҫемье вара общежитинче хӗсӗнсе пурӑнать. Хваттерпе тивӗҫтермелли пирки суд йышӑну та кӑларнӑ-мӗн-ха. Ыйтӑвӗ хальлӗхе татӑлман. Михаил Игнатьев рсепублика хыснинче кӑҫал валли 30 миллион тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ. Вӑл суд йышӑнӑвне тивӗҫтерсе ҫурт-йӗр тума палӑртнӑскер иккен. Апла тӑк Доброхотовсен ыйтӑвӗ те кӗҫех татӑлмалла. Шупашкар районӗнчи Митрофанкассинче пурӑнакан Алексей Козлов Учительсен урамӗнче (вӑл ҫӗнӗ урам) газ та, шыв та, ҫутӑ та ҫуккишӗн пӑшӑрханать-мӗн. Михаил Игнатьев ку ыйтӑва ятарлӑ комиссипех тӗрӗслеме шантарнӑ. Йышӑнӑва ыпнисем ытти ыйтӑва та хускатнӑ.

#тӗлпулусем, #тӳре-шара, #Шупашкар, #эрех, #ҫурт-йӗр, #Шупашкар районӗ, #Митрофанкасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем