Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Краснодар Ен делегацийӗ Чӑваш Ен ӗҫӗпе паллашать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.04.2008 09:55 | 2117 хут пӑхнӑ

Шупашкар районӗ хӑнасене кӗтсе илетТунтикун Чӑваш Ене виҫӗ кунлӑха Краснодар Ен делегацийӗ ҫитрӗ.

Делегаци пысӑк, сӑмахран, сывлӑха упрассипе ӗҫлекеннисем шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: Краснодар Ен администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Золина Галина Дмитриевна, тӑрӑхӑн сывлӑха упракан департамент пуҫлӑхӗ Алексеенко Сергей Николаевич, Краснодар Енӗн ҫемье политикин депатртаменчӗн пуҫлӑхӗ Ковалева Татьяна Федоровна, Краснодар Енӗн халӑха социаллӑ енчен хӳтлӗх паракан департамен пуҫлӑхӗн ҫумӗ Бег Малайчет Меджидовна, Краснодар Енри сиплев учрежденийӗсенчи тӗп тухрӑмсем кӗреҫҫӗ. Унсӑр пуҫсӑр делегацире культура, вӗрентӳ, тата ытти пайра тӑрӑшакан ҫынсем кӗреҫҫӗ.

 

Краснодар Ен хӑнисем Республикӑри нумай учреждени ӗҫӗсемпе паллашрӗҫ, районсемпе хуласене те ҫитсе курчӗҫ. Сӑмахран, вӗренӳ енӗпе кӑсӑкланаканнисем Шупашкарти 40-мӗш, 59-мӗш шкулсемпе, 5-мӗш гимназипе паллашрӗҫ. Сывлӑха упрас енӗпе ӗҫлекеннисем Шупашкарта вырнаҫнӑ тӗп хула пульницине, 1-мӗш клиника пульницине, васкавлӑ пулӑшу станцине, 2-мӗш хула пульницине, Шупашкар районӗн тӗп пульницине ҫитрӗҫ, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсен офисӗсемпе паллашрӗҫ. Районсене илес пулсан хӑнасем Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Куславкка районӗсене ҫитсе курчӗҫ.

 

Маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, хӑнасем виҫӗ кунлӑха килнӗ, паян вӗсем хӑнара юлашки кун ирттереҫҫӗ. Хӑнасем пӗлтернӗ тӑрӑх чӑваш халӑхӗн ыр кӑмӑллӑхӗ, хӑнасене епле кӗтсе илни вӗсене питӗ килӗшнӗ. Кунта курнӑ хӑш-пӗр ҫӗнӗлӗхсене хӑйсем патӗнче те хута кӗртме сӑмах пачӗҫ, Чӑваш Ене хӑйсем патне те килсе кайма чӗнчӗҫ — паллаштармалли ӗҫ вӗсен те чылай иккен.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Ҫӗмӗрле, #Куславкка районӗ, #Шупашкар районӗ, #40-мӗш шкул, #59-мӗш шкул, #5-мӗш гимнази, #вӗрентӳ, #хӑнасем, #Чӑваш Ен, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем