Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян ир еннелле, 2-3 сехет тӗлӗнче, Украина беспилотникӗсем Шупашкара тапӑннӑ. Пӗри 12 хутлӑ ҫурт тӑррине лекнӗ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ сурт сиенленнӗ, вӗсенчен ҫынсене эвакуциленӗ. Икӗ ҫын суранланнӑ, пӗри – 18 ҫул тултарман ҫамрӑк. Вӗсене стационарта пулӑшу параҫҫӗ.
Эвакуациленнӗ ҫынсем хваттерӗсене каялла таврӑнма тытӑннӑ. Вырӑнта психологсем тата тухтӑрсем ӗҫлеҫҫӗ.
