Сире улталаҫҫӗ тесе ан шутлӑр. Паян кулӑш кунӗ пулин те мероприятисем чӑннипех иртеҫҫӗ.
Ыйтӑвӗсем вара ҫапла:
1. “Я не раз перечитывал книги Ивана Яковлевича Яковлева, чье имя носит ваш университет. И всегда обнаруживал в них важную мысль – образование должно быть построено на духовном просвещении, воспитании и нравственном совершенствовании.” Ҫак сӑмахсене кам тата хӑҫан каланӑ?
2. Ӳ саспаллипе хӑш ҫултан пуҫласа усӑ курма тытӑннӑ?
3. 1871 ҫулта 2-мӗш Александр патшана И. Я. Яковлев хӑш хулара курнӑ тата асаилӳре ӑна мӗнле хак парать?
4. И.Я. Яковлев ҫырнӑ тӑрах вӑл 1857 ҫулхи юпа уйӑхӗнче комета курать. Икӗ эрне ытла тӳпере курӑнса тӑнӑ кометӑн ячӗ мӗнле-ши?
5. И.Я. Яковлев ҫӗр виҫсе ҫӳренӗ чухне миҫе тенкӗ шалу илнӗ тата чаплӑ кӗрӗк ҫӗлетересси миҫе ҫула тӑсӑлнӑ?
6. И.Я. Яковлева пӗлекенсем вӑл вӑхӑтран вӑхӑт кӑштах уксахланине палӑртаҫҫӗ. Хӑҫан тата мӗн пулнӑ-ши Иван Яколвлевичпа?
7. Чӗмпӗрти ар гимназине кӗме Иван Яковлевич Яковлевӑн миҫе экзамен тытмалла пулнӑ?
8. XIX ӗмӗрти 70-мӗш ҫулсенче Чӗмпӗрте пурӑнакансем ҫулталӑкра пӗрре ик эрнелӗхе хваттер ярса 2-3 ӗне туянма пултарнӑ. Ҫав кунсенче хваттер ярасси мӗн сӑлтавпа хакланнӑ?
9. Вырӑссен паллӑ писателӗпе Л. Н. Толстойпа И. Я. Яковлев мӗнле пӗр пек ӗҫсем тунӑ, вырӑс классикӗ чӑваш улӑпӗн ӗҫне мӗнле хак панӑ?
10. Иван Яковлевич Яковлев паянхи техучилищӗсем тата ача сачӗсем евӗрлӗ вӗренӳ учрежденийӗсене те пуҫласа йӗркеленӗ. Ӑҫта вырнаҫнӑ-ши чи малтанхисем?
11. Иван Яколевич Яковлева сӑнӳкерчӗксенчи ҫынсемпе кам ҫывӑхлатнӑ-ши? Унӑн, ҫывӑхлатаканӑн, чӑваш шкулӗпе ҫыхӑннӑ пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗ ҫинчен кӗскен каласа парӑр.
12. И.Я. Яковлев венгрсен хӑш ученӑйӗсемпе тӗл пулнӑ?
Хуравсене ака уйӑхӗн 6-мӗшӗччен ярса памалла.
Хуравсене ӑҫта ярса памаллине, епле хуравламаллине Педканаш сайтӗнче тупма пулать: http://pedkanash.chuvash.org
илемпи // 3004.53.9023
2008.04.04 14:47 | |
Анонимла // 2407.60.8991
2008.04.04 18:11 | |
супер пах |
1-мĕш ыйту: Çак сăмахсене Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Фёдоров каланă.
2- мĕш ыйту: ÿ сас паллине (Яковлев) 1873 çултан пуçласа усă курма тытăннă.
(Краснов Н.Г. « И.Я.Яковлев и его потомки», Чебоксары, 2007, стр75)
3-мĕш ыйту: II Александр патшапа 1871 çулхи çĕртме е çу уйăхĕсенче ( лайăхах астумасть) Чĕмпĕр хулинче тĕл пулнă. Яковлев аса илĕвĕсем тăрăх вăл шуранка сăн- питлĕ, çÿллĕ кĕлеткеллĕ çын пулнă. Вăл сюртукпа пулнă.
Патша ун асĕнче лайăхах мар туйăмсем тата шухăшсем хăварнă. .(И.Я.Яковлев. " Моя жизнь", Москва, " Республика", 1997, стр.150 )
4- мĕш ыйту: И.Я.Яковлев 1857 çулхи октябрь уйăхĕнче комета курать. Вăл питĕ пысăк пулнă; хÿри те тÿпене талккишпех хупланă. Комета кăнтăр хĕвел анăçĕнчен тухнă. Çав çулхине 3 комета курăнма пултарнă: Д’ АРРЕ, Понса Виннекс, Туттля.
(И.Я.Яковлев. " Моя жизнь", Москва, " Республика", 1997, стр. 79 )
5-мĕш ыйту: Çĕр виçекен пулнă чух уйăхне Яковлев 10 тенкĕ шалу илнĕ.Çак укçа çумне хирте ĕçленĕшĕн 3 тенкĕ хушса тÿленĕ. Пĕтĕмпе вара ĕç укçи 13 тенке çитнĕ. Чаплă кĕрĕк çĕлеттересси 2 çула тăсăлнă.(И.Я.Яковлев. " Моя жизнь", Москва, " Республика", 1997, стр.105 )
6- мĕш ыйту: хуравĕ çук.
7-мĕш ыйту: Ар гимназине кĕме Яковлев вырăс чĕлхипе историпе, нимĕç чĕлхипе, математикăпа экзаменсем тытнă. (И.Я.Яковлев. " Моя жизнь", Москва, " Республика", 1997, стр.121)
8-мĕш ыйту: хуравĕ çук.
9- мĕш ыйту: И.Я.Яковлев калавĕсен Л.Н.Толстой калавĕсемпе пĕр евĕрлĕрех пулнă. Толстойăн калавĕсен чăвашла куçарăвĕ Яковлевăн « Азбука» кĕнекине кĕнĕ. Кунта Толстойăн « Лгун» калавĕ Яковлевăн «Суеçĕ» калавĕпе пĕр пекех пулнине палăртмалла. ( «Дело его жизнь», Чебоксары, 2003 г., стр. 176)
10- мĕш ыйту: И.Я.Яковлев ача сачĕсем евĕрлĕ вĕренÿ учрежденисем пуçласа йĕркеленĕ. Вĕсем Яковлев çуралнă тăрăхра 19- мĕш ĕмĕртенĕ. ( Н.Г.Краснов. « И.Я.Яковлев и его потомки», Чебоксары, 2007, стр. 433.)
11- мĕш ыйту: хуравĕ çук.
12- мĕш ыйту: И.Я.Яковлев венгрсен паллă учёнăйĕсемпе В. Мункачипе тата Д. Мессарошпа тĕл пулнă. (И.Я.Яковлев. " Моя жизнь", Москва, " Республика", 1997, стр.23)