Комсомольски районӗнчи пӗр ялта ӳсӗр хӗрарӑм пӗлӗшне ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ.
Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 36-ри хӗрарӑм пӗлӗшӗ патӗнче пулнӑ. Иккӗшӗн хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Тарӑхса кайнӑ херарӑм алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ те арҫына унпа кӑкӑр тӗлӗнчен темиҫе хутчен чикнӗ. Суранланса пӗтнӗ инкек вырӑнӗнчех кӑштахран вилсе кайнӑ.
Хӗрарӑм тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, следстви пынӑ вӑхӑтра хупса хунӑ. Ӑна ҫын вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн.