Йӗпреҫ округӗнчи 66 ҫулти арҫын пӗр эрнере тӑватӑ велосипед вӑрланӑ. Нумаях пулмасть суд ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ.
Вӑл кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Йӗпреҫри лавкка умӗнче велосипед тӑнине асӑрханӑ, тытнӑ та ӑна илсе ларса кайнӑ. Ку кӑна мар, ҫӗртмен 15-мӗшӗччен вӑл тепӗр виҫӗ велосипед вӑрланӑ.
Ҫакӑ паллӑ: арҫын судпа унччен те айӑпланнӑ. Хальхинче суд ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 1,6 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Арҫын велосипедсене хуҫисене тавӑрса панӑ.