Елчӗк округӗнчи пӗр ялта 67 ҫулти хӗрарӑм 85-ри кинемее патакпа хӗненӗ, ҫапла сывлӑхне сиен кӳнӗ. Ку кӑна мар-ха, вӑл ӑна пӑвнӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ.
Ку пӑтӑрмах кӑҫал ҫӗртмен 24-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна суда пӑхса тухма панӑ. Ҫавӑн пекех 67-ри хӗрарӑмран кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа шыраса илесшӗн.