Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Янтрак янтравӗ» 100 ҫулта

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 29.03.2008 14:12 | 1902 хут пӑхнӑ

Иккассинче ҫуралса ӳснӗ Николай Шупуҫҫынни ҫырнӑ «Янтрак янтравӗ» поэма 100 ҫул тултарчӗ. Вӑл 1908 ҫулта Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмипе пӗрле «Чӑваш халапӗсем» ятлӑ Чӗмпӗрте кӑларнӑ кӗнекере кун ҫути курнӑ.

 

Ӑна пичете Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн директорӗ И.Я.Яковлев хатӗрленӗ. Унтах Шупуҫҫыннин «Хура чӗкеҫ», «Ӑслӑ суеҫӗ», «Вӗре ҫӗлен» сӑвӑллӑ юмахӗсем тата «Хунар ҫути» сӑвви кӗнӗ.

 

«Янтрак янтравӗ» – XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш ялӗн пурнӑҫне сӑнласа паракан произведени. Поэт Раҫҫейри 1905-1907 ҫулсенчи пӗрремӗш революци хумӗ Чӗмпӗре ҫитнӗ ҫулсенче унти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ, революционерсен кружокӗсене ҫӳренӗ, рабочисен вӑрттӑн пухӑвӗсене хутшӑннӑ. Ҫавӑнпа вӑл, ҫамрӑк кӑна пулин те, ун чухнехи социаллӑ лару-тӑрӑва туйнӑ. Чӗринче ҫавнашкал поэма ҫуралнин сӑлтавне революциллӗ туйӑм чӑтса ирттернипе ӑнлантармалла пулӗ.

 

Геройсене вӑл икке пайлать: пуянсем тата чухӑнсем. Янтрак яла хӑйӗн аллине ярса илессишӗн тӑрӑшать, тӗллевне пурнӑҫлассишӗн ҫынсене улталать. Сӑмах май, ман шутпа, Янтрак пек ҫынсем халӗ те нумай. Пуҫлӑхсене укҫа парса, ялти хӑйне кирлӗ ҫынсене эрех ӗҫтерсе пысӑк ӗҫсем тӑвать вӑл. Халӑха улталанӑшӑн Янтрака ҫамрӑксем темиҫе те тытса хӗнеҫҫӗ. тата ытти те пулса иртет поэмӑра. Пӗр сӑмахпа, поэма 100 ҫул тултарчӗ, апла пулин те вӑл паян та интереслӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#литература, #Иккасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем