Паян Етӗрне округӗнчи Совхозный поселокӗнче лаша чупӑвӗпе Чӑваш Ен Кубокӗн финалӗ иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ спорт ӑмӑртӑвне ҫын нумай пухӑннӑ: ӑмӑртакансем те, куракансем те.
Тӗп парнене – ылтӑн кубока тата 300 пин тенке – Маршак ятлӑ тиха ҫӗнсе илнӗ. Унпа Александр Пыркин чупнӑ. Кӗмӗл медале Блейдж Лок тивӗҫнӗ, унӑн юланутҫи – Павел Матьянов. Пӑхӑр медале Флюид тата Николай Пыркин илнӗ.
Ӑмӑрту вӑхӑтӗнчех юрӑҫсен, пултарулӑх ушкӑнӗсен юрри-ташшипе киленме май пулнӑ.