Ак ӗнтӗ ҫур кунӗсем те ҫитрӗҫ — юр васкавлӑн ирӗле пуҫларӗ. Юрӗ ирӗлни чуна савӑнтарать, кӑмӑла ҫӗклет — тепӗр енчен хӗл хушшинче пуҫтарӑннӑ ҫуп-ҫап юр айӑнчен тухса куҫ умне лекет. Паллах, тасамарлӑх кӑмӑла ниепле те ҫӗклеймӗ, ҫавна май ку эрне хушшинче Кӳкеҫре «Таса посёлок» акци иртрӗ.
Ӗҫ шыракансенчен йӗркеленӗ ушкӑнсем Шоссе урамӗпе иртекен федераллӑ ҫул хӗрринчи ҫӗре ҫӳп-ҫапран тасатрӗҫ, «Шырав» (Поиск) ТМЯО ӗҫченӗсем Шоссепе Совет урамӗсенче хӗл тӑршшӗпе пуҫтарӑннӑ каяшсене пуҫтарса тухрӗҫ, «МСО «Кӳкеҫ» ТМЯО ӗҫченӗсем Совет урамӗнчи ҫӑкасене касса тирпейлерӗҫ.
Ҫапла май Кӳкеҫ хитреленсе, тасаланса пырать.