Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Вячеслав Миловӑн «По лабиринту моего пути» кураве уҫӑлӗ. Мероприяти Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра 16 сехетре пуҫланӗ. Курава художник ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Экспозици 80 ытла живопись ӗҫӗнчен тӑрӗ. Вӗсене автор реализм тата абстракт стильсемпе ӳкернӗ. Картинӑсем урлӑ художник чунне уҫса парать, тӗнче нумай енлине кӑтартса парать.
Вячеслав Милов 1955 ҫулти ута уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи арзамас хулинче ҫуралнӑ. Чӑваш пединститутӗнчи художествапа графика факультетӗнчен вересне тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкарта художник-оформитель, изобразительнӑй ӳнер учителӗ пулса ӗҫленӗ.
Agabazar // 8465.3.2669
2025.07.07 14:58 | |
![]() |
Мĕн вăл изобразительнăй ÿнер? |
Agabazar // 8465.3.2669
2025.07.07 14:59 | |
![]() |
Енчен те «ÿнер» теме хăват çитнĕ пулсан, леш теприне, çумĕнчине те, çаплах хăватлăн каламалла пек ĕнтĕ. |