Муркаш округӗнче пурӑнакан 51 ҫулти хӗрарӑм упӑшки пулнӑ арҫыннӑн тумтирӗ ӑшне итлемелли хатӗр лартнӑ. Куншӑн унӑн явап тытма тивӗ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулхи авӑнран пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен вӑл калаҫӑва итлемелли ятарлӑ хатӗр туяннӑ та ӑна малтан упӑшкин кӗсйине хунӑ. Кайран ӑна ҫухи ӑшне ҫӗлесе хунӑ.
55-ри арҫын диктофона ӑнсӑртран курткӑна тӑхӑннӑ чухне асӑрханӑ. Вӑл кун пирки тӳрех йӗрке хуралне пӗлтернӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ.