Шупашкарта соцӗҫченре вӑй хунӑ хӗрарӑм ултавҫӑсене аллине лекнӗ. Ун патне шӑнкӑравлакан ҫын пуҫлӑхӗ пулнине ӗненнӗ вӑл. Ҫавна пула пухнӑ пӗтӗм укҫине куҫарса панӑ.
Лешӗ каланӑ тӑрӑх, учрежденире тӗрӗслев пырать, кӗҫех ун патне ФСБ ӗҫченӗсем шӑнкӑравлӗҫ. Хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчи укҫана экстремистла организацие куҫарма хӑтланнӑ имӗш.
Хӗрарӑм хӑраса кайнӑ та палламан ҫын хушнине йӑлтах пурнӑҫланӑ. Вӑл пурнӑҫ тӑршшӗпех пухнӑ укҫана йӑлтах куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе – 3,2 миллион ытла тенкӗ.