Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Эдуард Мочаловпа Илле Иванова допрос тунӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.09.2013 10:17 | 1594 хут пӑхнӑ

Ҫак эрнекун Илле Иванова айӑпалкан судӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ — унта тинех Эдуард Мочалов кӳнтелене ыйтса тӗпченӗ. Кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет. Допрос хальлӗхе кӗске мелпе ҫеҫ иртнӗ — «Сӗтев» хаҫатӑн редакторӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяна хӑй ҫырни пирки тепӗр хут пӗлтернӗ. Хӑй сӑмахӗнче вӑл хаҫатри нимӗнле статья та вӑл ирӗк памасӑр вырнаҫма пултарайманни пирки те каланӑ.

Малалла тӳре Илле Иванова хӑйне суд умне кӑларнӑ. Ӑна вара ытларах ыйтусем панӑ. Паллӑ журналист маларах каланӑ шухӑша ҫирӗплетнӗ — статья авторӗ вӑл мар. Илле Иванов хаҫат редактцийӗнчи ӗҫ епле йӗркеленни пирки каласа панӑ — ытларах чухне тӗп редактор панӑ ӗҫпе килӗшӳллӗн редакци журналисчӗ тепӗр авторӑн сӑмахӗсемпе тезисӗсене ҫырса ҫеҫ хурать. Журналист текста хатӗрлет, тӳрлетет, анчах ку ӗҫ ӑна статья авторӗ пулма май памасть.

Илее Иванов статья экстремислӑ марри пирки те палӑртнӑ. Унта, имӗш, чӑвашлӑхшӑх хытӑ пӑшӑрханаканӑн чӑваш ҫыннин шухӑшӗсем вырнаҫнӑ. Эдурад Мочалов вара шӑп та шай ҫавнашкал ҫын. Хирӗҫтерӳ ҫуратакан вырӑнсем те ҫук. Статьяра демократиллӗ обществӑри йӗркене пӑсакан пулӑмсене хирӗҫлени ҫеҫ пур. Редакци ушкӑнӗ те саккунсене пӑсаканни мар. Статьяри хӑш-пӗр вырӑнсене ҫивӗчрех вырӑнсем пурри пирки палӑртнӑ Илле Иванов, анчах вӗсенче историллӗ фактсене илсе кӑтартни ҫеҫ пур имӗш. «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяра Николай Фёдоров пирки ырӑ мар сӑмахсем каланине Илле Арсентьевич лешӗ президентра ларнӑ вӑхӑтра Эдуард Мочаловӑн агрофирмине турса илнипе сӑлтавланӑ, ҫавӑнпа та автор ӑна вӑйлӑ тустарнӑ та имӗш.

«Статьяна экстремислӑ пулнине сӳтсе явнӑ-и эсир Мочаловпа?» — ыйтсан Илле Иванов хирӗҫлемен, анчах калаҫу ҫак айӑплава тӳрре кӑларассине Европӑри ҫын прависене хӳтӗлекен суда ҫитересси пирки пынӑ тесе ӗнентернӗ.

Тӑхтав хыҫҫӑн Н. Столбов ваккат суд ӗҫ хучӗсем ҫумне «Чӑваш Республикин ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем И.Иванова хӳтӗлесе ҫырнӑ уҫӑ ҫырӑва» хушма сӗннӗ. Ӑсчахсемпе культура ҫыннисем алӑ пуснӑ хута тӳре йышӑннӑ. Николай Столбов ҫавӑн пекех Атнер Петрович Хусанкай хатӗрленӗ айӑпланакан статьян тишкерӗвне ӗҫ хучӗсем ҫумне хушма ыйтнӑ — кунпа тӳре вара килӗшмен.

Тепӗр лару юнкун, авӑнӑн 25-мӗшӗнче, иртмелле.

#Сӗтев, #судсем, #Муркаш, #Муркаш районӗ

 

Комментари:

2013.09.24 09:42
Аçтахар Плотников
Микулай пеккисем вĕсем тиркеме кăна пĕлеççĕ. Çын ĕçне, унта мĕн чухлĕ вăй хунине пĕрре те шута илесшĕн мар вĕсем. Ĕçлекен çынсене «икĕ питлĕ» тата ытти тĕрлĕ сăмахсемпе кӳрентерме хатĕр.
Migulaj // 1202.2.4281
2013.09.24 09:55
Хăçан тата мĕн эпĕ пĕр сăлтавсăр тиркенĕ? Илемлĕ те çепĕç чăваш чĕлхине ют чĕлхери сăмахсемпе "пуянлатнине" хирĕç пулни тиркени пулать-им? Çав "пуянлăх" пирки Чăваш республикинче чăваш чĕлхин вырăнĕ пĕтнĕ.
Agabazar // 2118.02.0302
2013.09.24 12:13
Agabazar
Уççырăва алă пуснисем хушшинче Бокин Василий Николаевич пур. Вăл — Ульяновск облаçĕнчен, ирçе. Ыйту: Текст чăвашла пулнă пулсан вăл Уççру айне алă пусаятчĕ-и?
Migulaj // 1202.2.4281
2013.09.24 13:09
Апла пулсан вăл Уççырăвне акăлчан (English) чĕлхипе çырмалла пулнă. Мĕн чухлĕ çын алă пусăччĕ. Вырăс чĕлхи Чăваш республикинче чăваш чĕлхине пĕтерчĕ. Анчах та çав Уççырăвне çапах та вырăсла çыраççĕ. Çакна ăнланма çук. Мĕскĕнсем çав-çавах вырăссене шанаççĕ.
Agabazar // 2741.61.1115
2013.09.24 15:48
Agabazar
Вăт Микулай, хăвăр алă пусрăр-и-ха Уççыру айне? Эп тавçăрнă тăрăх, эсир ПатăрЪел тăрахĕнчен. Эппин хӳтĕлĕр хăвăрăн çывăх ентешĕре!!!! Сайта тупаймастăп тесе "сӳпĕлтетсе" ан тăрăр!!! Çынна хăтарас тесен вырăссене çеç мар, ирокезсемпе уругвайсем çине шансан та çылăх пулас çук!Илле-паттăра хӳтĕлени вăл —чăваш чĕлхине хӳтĕлени пулать.
Migulaj // 1202.2.4281
2013.09.24 19:06
Уççыруна чăвашла çырайман айвансем. Пĕр чăваш мар çын алă пуснăшăн уççыруна ют чĕлхепе тунă. Вырăс чĕлхи Чăваш республикинче чăваш чĕлхине пĕтерсе хучĕ, анчах та ăна çалас тесе мĕскĕнсем вырăс чĕлхипе усă кураççĕ. Ку вăл çынвĕлерекене çынна çăл тесе каланă пек пулать. Кун пек чăваш чĕлхинчен иртĕхме кирлĕ мар.
Ку сайта http://www.irekle.org эпĕ вырăсла çеç куратăп. Çав сăлтав пирки тепĕр хут ыйтатăп: çак сайт http://www.irekle.org чăвашла пур-и вара?
2013.09.24 19:50
Аçтахар Плотников
Migulaj, эс кунта кунĕпех тенĕ пек. Вăхăт сан нумай апла... вăт ил те хăвна кирлĕ пек чăвашла хыпарлă сайт йĕркеле. Хăй ним те туман — тупăннă çын ĕçне тиркекенĕ аттук.
Эп те кунĕн-çĕрĕн нăйкама пултарăттăм «ма чăвашла сайт çук?» тесе. Анчах илнĕ те тунă. Нăйкаса тăман.
2013.09.24 19:52
Аçтахар Плотников
Микулай уçă çурăва алă пуснă... :) Вăл Патăрьел тăрахĕнчи мар. Чăвашра та пурăнмасть, тулашĕнче.
Agabazar // 2833.68.1403
2013.09.24 21:03
Agabazar
Маншăн мĕн, пурпĕрех... "Тăрăх" пирки каланине "пĕчĕк провокаци" теме пулать. Атту хăлха йӳçĕхме пуçларĕ: "Мĕнле чĕлхепе? Мĕнле чĕлхепе?.." Калăн, Акапасар кунта чăваш чĕлхин чи пысăк тăшманĕ...
Migulaj // 1202.2.4281
2013.09.24 22:56
Кунта ыйтма та ирĕк памаççĕ иккен чăваш чĕлхине ют чĕлхесенчи сăмахсемпе "пуянлатакансем".

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем