Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Юрӑпа ташӑ ансамбльне эстрада юрӑҫи ертсе пырӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 29.01.2025 16:54 | 2250 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш эстрада юрӑҫи, «Асамат» ушкӑн солисчӗ Леонид Антонова Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне ертсе пыма шаннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Леонид Антоновӑн культура тытӑмӗнче ӗҫлес опыт пур: 15 ҫул. Вӑл ЧР Культура министерствине пӑхӑнакан учрежденисенче те вӑй хунӑ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче 2021 ҫултанпа концерт ӗҫӗн менеджерӗнче ӗҫленӗ. Леонид Антонов И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Филологи» специальноҫ енӗпе вӗреннӗ.

#культура, #ӗҫ вырӑнӗсем, #Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.01.30 08:57
Саламлатпăр! Каччи - маттур! Турă пулăштăр! Ĕçĕ питĕ яваплă.
Чи малтан Леонидăн, ман шутпа, ансамбльти артистсен тумтирĕпе çыхăннă ыйтăва татса памалла.
Мĕнле тумтир вăл?! Мĕнле халăхăн?!
Темле халăхăн та, анчах ЧĂВАШСЕН мар!
Тахçантанпах тăсăлать çак пăтăрмах! Татса памаллах ку ыйтăва, татса памаллах!
Валери ТУРКАЙ. 30.01.25
Agabazar // 1524.8.9930
2025.02.02 20:20
Agabazar
Ку ансамль валли юрăхсăр пек туйăнакан тума ялсенчи ушкăнсене валеçсе пама пулать.
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.02.03 04:55
"Ялсенчи ушкăнсем", Акапасар-тăванăм, ЧР патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнчи артистсенчен тахçанах вунă хут лайăхрах тумланаççĕ! Çитменнине вĕсен тумĕ - чăн-чăн чăваш тумĕ! АНАТРИСЕН - анатрисенни пек! ВИРЬЯЛСЕН - вирьялсенни пек!Мана пĕртте намăс мар вĕсемшĕн! Эп вĕсемшĕн питĕ савăнатăп!
Салам пур ырă чăваша та!
Валери ТУРКАЙ. 03.02.25
Agabazar // 1524.8.9930
2025.02.03 10:13
Agabazar
Ялсем тенӗрен, ак ҫапла пулкалать: аслӑ ҫулсенчи хӗрарӑмсем сцена ҫине тухьяпа тухаҫҫӗ. Вара эпир «кӑравул!» кӑшкӑратпӑр.
Чӑннипе вара проблема урӑххинче. Юратавҫӑлла артистсем ал айӗнче мӗн пур. ҫавна тӑхӑнса тухаҫҫӗ. Енчен те Культура Ҫурчӗсен чӑланӗсенче тухьясӑр пуҫне урӑх нимех те пулмасан? Вара ҫынсен мӗн тумалла?
Эппин ку япала такам шутсӑр айваннипе те мар, ҫак проблемӑна кура пулса пырать.
Леонид Антонов халиччен ертсе пынӑ тата, ахӑртнех, паян та ертсе пыракан «Асамат» эстрада ансамблӗн концерчӗсене эпӗ курнӑ. Тум енчен унта пурте йӗркеллӗ. Питӗ аван тута-маса.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем