Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чечняра террориста пула пирӗн ентешсем вилнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 16.09.2013 19:43 | 1181 хут пӑхнӑ

Нумаях пулмасть Чечня Республикинче террорист бомба таврашне сирпӗтсе янине пула виҫӗ полици ӗҫченӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӗсенче иккӗшӗ вара — Чӑваш Республикинчи ШӖМ управленийӗн сотрудникӗсем.

Сирпенӳ Сунжен районӗнчи Серноводск ял таврашӗнчи Раҫҫей ШӖМ пайӗн лаптӑкне кӗрес ҫулта пулса иртнӗ.

— Палламан водитель урапапа пырса шалти ӗҫсен район пайне тӗп хапхаран кӗрсе каяс тенӗ. Ют машина курсанах полици ӗҫченӗсенчен пӗри ҫула ятарлӑ хатӗрпе картланӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн хӑй пурнӑҫне те шеллеменскер урапана сирпетсе янӑ, — пӗлтереҫҫӗ республикӑри Раҫҫей ШӖМ пресс-службинче.

Сирпӗнӗве пула виҫӗ полици ӗҫченӗ йывӑр аманса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вилекенсен шутӗнче Чӑваш Республикинчи аслӑ полици сержанчӗсем — Леонид Пучков тата Александр Егоров — пулнӑ. Хурал-пост службин ӗҫченӗсем 23 тата 28 ҫултисем пулнӑ.

Паян, авӑнӑн 16-мӗшӗнче тӗрӗслев ирттерме Ҫурҫӗр Кавказ тӑрӑхне республикӑри ШӖМ комиссийӗ ҫул тытнӑ. Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫен министрӗ вилнисен тӑванӗсене тивӗҫлӗ пулӑшу кӳме хушу панӑ.

Сирпенӳ пулнӑ вырӑнта виҫӗ метр сарлакӑш тата виҫӗ метр тарӑнӑш шӑтӑк юлнӑ. Паянхи куна террорист ятне-шывне тӗпчессипе тата урапа хуҫине палӑртассипе оперативлӑ шырав ӗҫӗсем иртеҫҫӗ.

#сирпӗнӳ, #Чечня Республики, #пӑтӑрмахсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/65512
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем