Авӑнӑн 10-мӗшӗнче Шупашкарти Ашмарин урамӗнчи 2 хутлӑ 29-мӗш ҫуртри пӗр хваттерте ҫулӑм тухнӑ. Пушар тухни ҫинчен вара 27 ҫулхи хваттер хуҫи хӑй пӗлтернӗ. Ҫулӑмпа газ плити тивсе илнӗ иккен.
Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара 5 минут хушшинчи сӳнтерме пултарнӑ. Ҫулӑм тухнӑ сӑлтавне те вара тӳрех тӗпчесе пӗлнӗ. Кивелнӗ ҫурт тӑрринчен ҫумӑр шывӗ хӳме тӑрӑх юхса розеткӑна лекнӗ имӗш. Ҫакӑнтан кӗске тӗкӗнчӗк (замыкани) пулса иртсен пушарӗ те тухнӑ.
Республикӑри ИӖМ службинче пӗлтернӗ тӑрӑх пушара сӳнтерекенсем хваттере тата пурлӑха сыхласа хӑварнӑ, ҫапах та кил хуҫин юрӑхсӑрланнӑ тӗпелте юсав ӗҫӗсене ирттермеллех пулӗ.