Вӑрмар тӑрӑхӗнчи пӗр ялта пурӑнакан харӑсах темиҫе ҫын ултавҫӑсен капкӑнне лекнӗ.
Ҫав ял ҫыннисенчен пӗри, вахтӑпа республика тулашӗнче тӑрӑшакан 49 ҫулти арҫын, укҫана инвастици компанине хывса пуяс тенӗ. Кӑштахран ултавҫӑсем ӑна поручительсем тупса пама ыйтнӑ. Ун пек тусан тупӑш ӳсӗ тесе ӗнентернӗ. Ют ҫынсен телефонӗпе уса курса хайхи этем 1,7 миллион тенкӗлӗх кредит илнӗ те такамсене куҫарса панӑ.
Ҫапла вара арҫын пӗрре хӑй шар курнӑ, тепре ҫынсене улталанӑшӑн явап тытӗ.