Паян Шупашкар хулинчи сусӑрсен килӗнче прокурорсем пулнӑ. Пӗтӗм ҫын патне ҫитнипе ҫитменнине пӗлместпӗр те, анчах хулари Калинин районӗнчи прокуратура ӗҫченӗсем Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗсем пӑхакан сусӑрсем патӗнче пулнӑ.
Роман Лащ прокурорпа унӑн пулӑшуҫисем сусарсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
«Сусарлӑх — приговор мар, эпир аптӑраса та, пуҫа усса та ларасшӑн мар», — тенӗ Татьяна Арутина инвалид социаллӑ центра тата надзор органӗн ӗҫченӗсене тӗлпулушӑн тав тунӑ май.