Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Президентпа патшалӑх статусне тавӑрма ыйтнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.09.2013 12:18 | 1444 хут пӑхнӑ

Ӗнер Шупашкарти Чапаев скверӗнче «Сӗтев» хаҫат йӗркелевҫи Эдуард Мочалов черетлӗ халӑх пухӑвне ирттернӗ. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» пӗлтерет.

Митингра Эдурад Мочалов хӑй, чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе ҫырнӑшӑн айӑпланакан Илле Иванов журналист тата ыттисем тухса калаҫнӑ. Ку пухура та, яланхи пекех, Михаил Игнатьева тата ытти ҫӳллӗ шайри тӳре-шарана ӗҫрен хӑтармалли пирки чӗнсе каланӑ.

Дмитрий Степанов хастар ҫамрӑк халӑх пухӑвне президент ята тата республикӑна патшалӑх статусне тавӑрмалли ҫинчен калакан плакатсемпе тухнӑ. «Патшалӑхпа президента каялла тавӑрар!» ҫырнисӗр пуҫне вӑл конституцине улшӑнусем кӗртичченхи статья текстне те илсе панӑ. Тепӗр плакатра вара «Президент бульварӗ пур — Президент ҫук! Патшалӑх Канашӗ пур — Патшалӑх ҫук!» ҫырса хунӑ.

Митингра ку хутӗнче 100 яхӑн ҫын пухӑннӑ тесе палӑртать «Ирӗклӗ сӑмах» тетел хаҫачӗ.

#Чапаев скверӗ, #митингсем, #пухусем, #Шупашкар, #сӗтев

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1276.html
 

Комментари:

Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.06 16:43
Чăваш чĕлхи пур — чăваш чĕлхин вырăнĕ Чăваш республикинче çук!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем