Етӗрнере пурӑнакан ветеран Надежда Танина 100 ҫул тултарнӑ. 18 ҫул тултарсанах ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ, хӗр зенитчицӑна вӗреннӗ хыҫҫӑн Мускаври фронта лекнӗ. Вӑрҫӑ пӗтсен кӑна киле таврӑннӑ вӑл.
Унӑн мӑшӑрӗ те Федор Танин Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, Берлина ҫитнӗ. Вӗсем вӑрҫӑ хыҫҫӑн пӗрлешнӗ, икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ.
Надежда Танина II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденне, «Германие ҫӗнтернӗшӗн» медале тивӗҫнӗ.