Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкар халин депутачӗсем «2008-2011 ҫулсем хушшинче пушартан сыхланмалли ӗҫсем» ятлӑ тӗллевлӗ программа йышӑннӑ. Вӑл программа тӑрӑх ҫӗнӗ пушарниксем валли ҫӗнӗ хатӗрсем туянма, ҫӗнӗ 9 пушар депо уҫма палӑртнӑ. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ — 161 млн 937 пин тенкӗ, вӗсенчен 117 миллионӗ — хула укҫа-тенки, 44 млн. ытти ҫӗртрен тупма палӑртнӑ.
ЖКХ йытӑвӗсемпе ӗҫлекен Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Юрий Шилов каласа панӑ тӑрӑх халӗ усӑ куракан техникӑн 80% вӑхӑчӗ тахҫанах тухнӑ, вӗсене кӑларса пӑрахмалли вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫӳллӗ ҫуртсенчен ҫӑлмалли пусма та хулара пӗрре ҫеҫ — 2003 ҫулта туяннӑ АЛ-50 маркӑллӑ автопусма.
2007 ҫул хушшинче Шупашкарта пурӗ 305 хут вут-ҫулӑм тухнӑ, пурӗ 22 ҫын пурнӑҫне татнӑ. Пушарсем 60 миллион тенкӗлӗх сиен кӳнӗ.