Испанире тӗнчери чи ватӑ ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Мария Браньяс Морера 118 ҫула кайнӑ пулнӑ.
Хӑй Мария мӗнле майпа ҫавӑн чухлӗ ҫул пурӑннине ӑнланман та. Вӑл каланӑ тӑрӑх, лӑпкӑ пурӑннӑ, кӑмӑллах мар ҫынсемпе калаҫма тӑрӑшман. Андрей Кондрахин кардиолог вара ҫапла ӑнлантарать: ҫын нумай пурӑнассин 85 проценчӗ генсенчен килет.
Мария Браньяс АПШра ҫуралнӑ, вӑл 8 ҫулта чухне ҫемйи Испание куҫса килнӗ. Кинемей хӑй ӗмӗтленнӗ пекех пурнӑҫран уйрӑлнӑ: ҫывӑрнӑ чухне лӑпкӑн, пӗр асапланмасӑр.