Республикӑри тата районти массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертӳҫисене ӗнер ятарлӑ тӗрӗслев витӗр кӑларнӑ. Тӗп редактор кунне пуҫтарӑннӑ пуҫлӑхсен «Ертсе пыракан ушкӑна йӗркелессин технологийӗ» ятпа тест тухма тивнӗ. Мероприятие республикӑн Информаци министерстви ирттернӗ.
Тренер пулса РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин Раҫҫей академийӗн Шупашкарти филиалӗн социаллӑ технологисен кафедрин заведующийӗ Нина Семедова-Полупа хутшӑннӑ. Тест вӑхӑтӗнче пуҫлӑхсен хӑйсен кӑмӑлне: «ҫӗнӗ шухӑш калакан-и», «критик-и», «пӗрлештерекен-и», «тӗпчевҫӗ-и» тата ытти ҫавӑн йышши роле вылянине палӑртма май килнӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ «пӗрлештерекен», «практик-йӗркелӳҫӗ» тата «тӗпчевҫӗ» ролӗнче иккен.
Сӑнсем (14)