Юхӑмпа шуҫса пыракан пысӑк айсберг Гренланди портне кӗмелли ҫула хупса хунӑ. Темиҫе кун хушши ӗнтӗ япала турттаракан карапсем причалсем патне пыраймаҫҫӗ, пӗлтерет радио "Маяк".
Экспертсен шухӑшӗпе, ҫак пӑрлӑк сӑрта сирпӗтсе кӑна ямалла. Ҫак ӗҫе ҫав тери нумай динамит кирлӗ – ҫур тоннӑран сахал мар. Ҫапах та, ҫывӑх пуласлӑхра Гренланди хӑйӗн паха курмаллӑхне ҫухатма пултарать: пӗтӗмӗшлӗ ӑшӑну, экологсем шутланипе, поляр пӑрлӑхӗсене ирӗлтерсе ярать.
Ҫурҫӗр-анӑҫ тинӗс ҫулӗ, чылай хушӑ навигацишӗн усӑсӑр пулнӑскер, халӗ пӑртан тасалнӑ. Парсемпе хупланнӑ лаптӑк 3 млн тв. Ҫухрӑма яхӑн пӗчӗкленнӗ. Ҫак ӗнтӗ экстремаллӑ лару-тӑру пулса тӑрать, мӗншӗн тесен тӗпчевҫӗсем асӑрханипе, юлашки вунпӳ ҫуллӑхсенче пӑрсем кашни ҫул 100 пин тв. ҫм сахалланса пыраҫҫӗ.
Ҫав хушӑрах Гренланди пӑрлӑхӗсем тинӗс патнелле малтанхинчен хӑвӑртрах куҫса пыраҫҫӗ. Малтан шутланипе, пӑрлӑ витӗмле арктика ҫурутравӗ 1 пин ҫул хушшинче ирӗлсе каять тенӗ пулсан, халӗ вара хӑюллӑн калама пулать: ҫак вӑхӑт унчен чылай маларах ҫитет. Теслӗхрен, кӑсӑклӑ факт: ҫӗр питӗнчи сывлӑш температури 1996 ҫулхипе танлаштарсан, пӑр ирӗлесси икӗ хут ӳснӗ.
"Пӑрлӑхлӑ витӗмӗсем аталанни тата иррӗлни нумай вӑхӑта пырать, анчах та пӑрлӑхсем температура улшӑннине питӗ туяҫҫӗ", - ӑнлантарать доклада хатӗрлекенсенчен пӗри, Эрик Ригнот тухтӑр. Пилӗк ҫул каялла Гренланди ҫулсерен 100 куб. ҫм пӑрлӑх ҫухатнӑ пулсан, 2005 ҫулта вара ҫак кӑтарту 220 куб. ҫм таран ӳсрӗ. Танлаштарма: пӗтӗм Лос-Анджелес ҫулсерен 1 куб. см яхӑн шывпа усӑ курать. Пур лаптӑкӗпе Гренландин пӑрлӑхӗн витӗмӗ 1,7 млн тв. ҫм, хӑшпӗр ҫӗрте унӑн хулӑнӑшӗ виҫӗ ҫухрӑма ҫитет. Ҫак факта пулас ӗҫ йывӑрлатать: пӗтӗмӗшлӗ ӑшӑну ҫурҫӗрелле куҫса пынипе пӗрле пӑрлӑхӑн ҫурҫӗр енӗ 2000 ҫул тӗлнелле хӑвӑртрах ирӗлме пуҫларӗ.
<div align='right'>Юхӑмпа шуҫса пыракан пысӑк айсберг Гренланди портне кӗмелли ҫула хупса хунӑ. Темиҫе кун хушши ӗнтӗ япала турттаракан карапсем причалсем патне пыраймаҫҫӗ, пӗлтерет радио "Маяк".
Экспертсен шухӑшӗпе, ҫак пӑрлӑк сӑрта сирпӗтсе кӑна ямалла. Ҫак ӗҫе ҫав тери нумай динамит кирлӗ – ҫур тоннӑран сахал мар. Ҫапах та, ҫывӑх пуласлӑхра Гренланди хӑйӗн паха курмаллӑхне ҫухатма пултарать: пӗтӗмӗшлӗ ӑшӑну, экологсем шутланипе, поляр пӑрлӑхӗсене ирӗлтерсе ярать.
Ҫурҫӗр-анӑҫ тинӗс ҫулӗ, чылай хушӑ навигацишӗн усӑсӑр пулнӑскер, халӗ пӑртан тасалнӑ. Парсемпе хупланнӑ лаптӑк 3 млн тв. Ҫухрӑма яхӑн пӗчӗкленнӗ. Ҫак ӗнтӗ экстремаллӑ лару-тӑру пулса тӑрать, мӗншӗн тесен тӗпчевҫӗсем асӑрханипе, юлашки вунпӳ ҫуллӑхсенче пӑрсем кашни ҫул 100 пин тв. ҫм сахалланса пыраҫҫӗ.
Ҫав хушӑрах Гренланди пӑрлӑхӗсем тинӗс патнелле малтанхинчен хӑвӑртрах куҫса пыраҫҫӗ. Малтан шутланипе, пӑрлӑ витӗмле арктика ҫурутравӗ 1 пин ҫул хушшинче ирӗлсе каять тенӗ пулсан, халӗ вара хӑюллӑн калама пулать: ҫак вӑхӑт унчен чылай маларах ҫитет. Теслӗхрен, кӑсӑклӑ факт: ҫӗр питӗнчи сывлӑш температури 1996 ҫулхипе танлаштарсан, пӑр ирӗлесси икӗ хут ӳснӗ.
"Пӑрлӑхлӑ витӗмӗсем аталанни тата иррӗлни нумай вӑхӑта пырать, анчах та пӑрлӑхсем температура улшӑннине питӗ туяҫҫӗ", - ӑнлантарать доклада хатӗрлекенсенчен пӗри, Эрик Ригнот тухтӑр. Пилӗк ҫул каялла Гренланди ҫулсерен 100 куб. ҫм пӑрлӑх ҫухатнӑ пулсан, 2005 ҫулта вара ҫак кӑтарту 220 куб. ҫм таран ӳсрӗ. Танлаштарма: пӗтӗм Лос-Анджелес ҫулсерен 1 куб. см яхӑн шывпа усӑ курать. Пур лаптӑкӗпе Гренландин пӑрлӑхӗн витӗмӗ 1,7 млн тв. ҫм, хӑшпӗр ҫӗрте унӑн хулӑнӑшӗ виҫӗ ҫухрӑма ҫитет. Ҫак факта пулас ӗҫ йывӑрлатать: пӗтӗмӗшлӗ ӑшӑну ҫурҫӗрелле куҫса пынипе пӗрле пӑрлӑхӑн ҫурҫӗр енӗ 2000 ҫул тӗлнелле хӑвӑртрах ирӗлме пуҫларӗ.
<div align='right'>Ytro.ru портал хыпаресем.</div>