Ыран, шӑматкун, республикӑра йӑлана кӗнӗ сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ. Ҫавна май ҫынсем спорт комплексӗсенче тӳлевсӗрех бассейнра ишме, конькипе ярӑнма, тренажер залӗнче кӗлеткене пиҫӗхтерме пултараҫҫӗ. Вӗсенче мӗнлерех мероприятисем ирттерме палӑртнине тӗплӗнрех спорт шкулӗсен, ФОКсен сайтӗнче пӗлме пулать.
Сӑмах май, сывлӑхпа спорт кунне кашни уйӑхрах 2014 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Ҫав кун республика тата муниципалитет учрежденийӗсенче пуриншӗн те алӑк уҫӑ.