Улатӑр хулин историллӗ пайне хӑтлӑлатасшӑн. Унта Хаяр Иван патша вӑхӑтӗнчи крепоҫе, тӗрӗсрех каласан унӑн копине, туса лартасшӑн.
Крепоҫ ҫичӗ башньӑпа пулӗ. Шалта «Викинг» ятлӑ ача-пӑча лапамне вырнаҫтарӗҫ. Унта 3-12 ҫулсенчи шӑпӑрлансем выляма пултарӗҫ.
Крепоҫе ахальтен ун пеккине суйламан. Улатӑр хули 1552 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗнче Хаяр Иван патшан ҫарӗсем Хусана кайнӑ чухне йӗркеленнӗ. Халапа ӗненс тӗк, патшана Сӑр юханшывӗ хӗрринчи ҫӳллӗ вырӑн килӗшнӗ те вӑл унта крепоҫ туса лартма хушнӑ.
Крепоҫе тӑвакан подрядчике аукцион ирттерсе ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче палӑртӗҫ. Малтанхи хак - 25,6 млн тенкӗ.
Agabazar // 3839.52.0621
2024.05.29 08:27 | |
Улатăр çавнашкал майпа никĕсленни çинчен хыпарсем çук пулмалла. |