Красноярск крайӗнчи йӗрке хуралҫисем Чӑваш Енре 16 ҫулти каччӑна тытса чарнӑ. Вӑл порнографи материалӗсене сарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Материалсем ҫинче вара Красноярск крайӗнчи 12 ҫулти хӗрача пулнӑ.
Каччӑ каҫал кӑрлач уйӑхӗнче ҫак хӗрачана порнографи содержаниллӗ сӑнсем, видеосем ӳкерсе яма ӳкӗте кӗртнӗ. Вӗсене илсен вара хӗрачан пӗлӗшӗсем патне тӗнче тетелӗ урлӑ ярса панӑ.
Ҫу уйӑхӗнче ҫак каччӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.