Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Красноармейски округӗнчи Ыхракассинче пушар пулнӑ. Унта ҫулӑм ҫурта, сарая, ампара тӗп тунӑ.
Пушар 130 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. «Хӗрлӗ автан» ташлама пуҫлани пирки ҫӑлавҫӑсем патне каҫхи 6 сехетре хыпар ҫитнӗ.
Шел те, кил хуҫи хӗрарӑмне, 92 ҫулти кинемее, ҫӑлма май килмен. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тепчеҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 532 пушар пулнӑ, вӗсенче 30 ҫын вилнӗ, 29 ҫын суранланнӑ.