Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Юлашки томра – публицистика

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Станислав Егоров 28.04.2024 09:15 | 1089 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче Чӑваш халӑх ҫыравҫин Хветӗр Уярӑн ҫырнисен пуххин 4-мӗш томӗ 1 пин тиражпа пичетленсе тухнӑ. Ӑна В.Н. Алексеев пухса хатӗрленӗ, редакторӗ Н.В. Вечеркина, художникӗ С.А. Бритвина.

– Ҫырнисен пуххин 1-2 томӗсене «Шурча таврашӗнче» историллӗ романа кӗртнӗччӗ (2021 – 2022), – каласа парать пирӗн корреспондента В.Н. Алексеев пухса хатӗрлекен. – 3-мӗш томра – повеҫсемпе калавсем (2023). Юлашки тӑваттӑмӗш том ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 110 ҫул тӗлне пичетленсе тухрӗ, унта очерксем, асаилусемпе статьясем. Калас пулать, чӑваш литературине Хв. Уяр хӑйӗн чаплӑ историлле романӗпе, чуна тыткӑнлакан повӗҫсемпе калавӗсемпе кӑна мар, ҫивӗч публицистикипе те кӗрсе юлнӑ. Вӑл Ҫӗпӗр тайгине, Инҫет Хӗвелтухӑҫне, тундрӑна ҫитсе килнӗ, БАМ ҫулӗсемпе вуншар ҫухрӑм кутамкка ҫакса утнӑ, ҫав вырӑнта ӗҫлесе пурӑнакан чӑвашсене шыраса тупса вӗсемпе калаҫнӑ. Ҫыравҫӑн сукмакӗсем Индипе Шри-Ланка еннелле те тӑсӑлнӑ, вулакансене вӑл ҫавӑн пекех Болгари тата Венгри ҫӗршывӗсемпе паллаштарнӑ. Асаилӳсемпе статьясенче чӑваш тата вырӑс ҫыравҫисен пултарулӑх уйрӑмлӑхӗсене уҫса кӑтартнӑ. «Ҫынсем пек ҫырма вӗренеймерӗм», «Ӑҫта ҫитсе тухрӑмӑр эпир?», «Музей тени мӗн тени», «Иван Мучи ҫыравҫӑпа унӑн критикӗсем ҫинчен», «Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ», «Аттене мӗнле вӗлерчӗҫ», «Иртнипе пуласси» статьясемпе очерксенче вӑл хӑйне хумхантаракан ҫивӗч ыйтусене ҫӗкленӗ.

#Чӑваш кӗнеке издательстви, #культура, #кӗнекесем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станьял // 1328.99.7921
2024.04.28 10:48
Тавах, В.Н.! Ытти классиксене те ҫапла кӑларасчӗ...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем