Чӑваш Енре хура ҫӗленсем вӑранни пирки тин кӑна пӗлтернӗччӗ. Ҫӗленрен шар курнӑ пӗрремӗш ҫын пульницӑна лекнӗ.
Атӑл леш енче 62 ҫулти арҫын пахчана ӗҫпе тухнӑ, ҫӳп-ҫапа илес тесе пӗшкӗннӗ те ӑна хура ҫӗлен сӑхнӑ. Вӑл часрах вырӑнти пульницӑна кайнӑ. Унӑн юн пусӑмӗ чакса ларнӑ.
Унта ӑна пӗрремӗш медпулӑшу парсан васкавлӑ медпулӑшупа Шупашкара ӑсатнӑ. Вӑл вӑхӑта арҫыннӑн анафилактика шокӗ пулнӑ, хӑстарма, ӑшӗ пӑтранма тытӑннӑ, хӑй шурса кайнӑ. Алли вара шыҫӑннӑ, ыратнӑ. Ӑна тухтӑрсем вӑхӑтра пулӑшнӑ.
Палӑртмалла: пӗлтӗр Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине ҫӗлен сӑхнӑ 10 ҫынна илсе ҫитернӗ.