Юлашки икӗ кунра республикӑра ҫӗрлесерен те шӑнтман. Ҫавна май юр самаях ирӗлнӗ: 45 сантиметр хулӑнӑш кӑна юлнӑ. Вӑл эрне вӗҫнелле кайса пӗтес шанчӑк та пур.
Кӗҫӗр ҫил лӑпланӗ, тӗтре карса илӗ. Ытларикун вара ҫил ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ, вӑйланӗ. Юнкун кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗсенче юр ҫума, ҫил-тӑман вӗҫтерме пултарать. Ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.
Ҫанталӑк пӗр кунлӑха кӑна пӑсӑлӗ. Кӗҫнерникун уяртӗ, ҫӗрлесерен термометр «минус» кӑтартӗ. Кӑнтӑрла вара – 7 градус ӑшӑ.
Эрнекун 10 градус таран ӑшӑтӗ. Пуш вӗҫӗнче-ака пуҫламӑшӗнче вӑйлах ӑшӑтса ярӗ: 13-18 градус таранах пулӗ. Ку – ака уйӑхӗ вӗҫӗнчи норма.