Ҫапла, ҫапла... Тахҫан Шупашкар Арбатӗнче «кун каҫнӑ» республикӑн тӗп хулин чысне варалатакан ӳкерчӗк ҫак кунсенче хӑйӗн вырӑнне ҫухатнӑ та. Кун ҫинчен «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫата Этнер Егоров блогер пӗлтернӗ.
«Чапа» тухнӑ «Шупашкартан салам!» ӳкерчӗк ҫинчен эпир иртнӗ кунсенче пӗлтернӗччӗ. Сӑра ӗҫмелли сӑна сӑнарлакан «пултаруллӑх» хайхи блогера кӳрентернӗ.
Ҫурлан 14-мӗшӗнче Егоров хӑйӗн блогӗнче фотоаппарт ҫине ӳкерсе илнӗ хайхи сӑнӳкерчӗке хула пуҫлӑхне ярса парап тесе ҫырнӑ. Ҫырни вара кӑлӑха пулман, ҫак кунсенче ӳкерчӗк хӑвӑрттӑн Ехрем купса урамӗнчен ҫухалнӑ.