Чӑваш Енри тӑватӑ арҫын - Александр Дудкин, Виктор Александров, Александр Падиаров тата Владислав Пыркин - Килиманджарӑна парӑнтарнӑ.
Вӗсем Африкӑри чи ҫӳллӗ ту ҫине хӑпарас тесе ҫула тухнӑ. Малтан 2 уйӑх хатӗрленнӗ, ту ҫине хӑпарма вара 6 кун кирлӗ пулнӑ.
Чӑваш Ен ҫулҫӳревҫсисем пӗчӗк пӳртре пурӑннӑ, вырӑнти апата ҫинӗ, микробсенчен тасатнӑ шыва ӗҫнӗ. Ту ҫине хӑпарма ҫӑмӑл мар: вӑй кирлӗ, «ту чирӗ» те аптӑратма пултарать. Ҫапах тӑваттӑшӗ те парӑнман. Владислав Пыркин 5685 метр ҫӳллӗшне хӑпарнӑ. Ку – унӑн хӑйӗн рекорчӗ.
Ҫулҫӳревҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, каялла анасси те ҫӑмӑл пулман.