Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Илле Иванов суда каясшӑн мар

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.08.2013 19:39 | 1495 хут пӑхнӑ

Аплах мар-ха — пыма хирӗҫ мар вӑл, анчах та йыхрав хутне чӑвашла ҫырма пуҫласан. Айӑпланакан журналист пӗлтернӗ тӑрӑх енчен те ӑна тӳресем суда вӑйпа илсе килес тееҫҫӗ пулсан хӑйӗн конституциллӗ прависене хӳтӗлесе вӑл пикет ирттерме, выҫӑ ларма е урӑх ҫавнашкал хирӗҫӳсӗр мелсемпе усӑ курасшӑн. Хӑйӗн шухӑшне вӑл Чӑваш Енӗн Аслӑ Сучӗн председательне Николай Порфирьева ҫитернӗ. Паян судӑн черетлӗ ларӑвӗ иртмелле пулнӑ — унта каяс вырӑнне Илле Иванов ҫак ҫурта ҫул тытнӑ иккен. Унсӑр пуҫне заявленин копийӗсене вӑл республика Элтеперӗн ҫыруҫине, Патшалӑх канашӗн спикерне Юрий Попова, Чӑваш Ен прокурорне Владимир Метелина тата ыттисене ярса панӑ.

Хӑйӗн ыйтӑвӗнче вӑл йыхрав хутне ҫеҫ чӑвашла ҫырма ыйтать. Суд ӗҫне те тӑван чӗлхепе ирттерме кӑмӑл пур ун, анчах миҫе хут ыйтсан та Сергей Трихалкин тӳре унпа килӗшмен. Ҫавах та ку самантра — тӗрлӗ тӳре-шара патне янӑ хутра — вӑл ҫак ыйтӑва кӗртмен-ха. Илле Иванов шухӑшӗпе малтан ҫав пӗчӗк хут таткинчен пуҫламалла (ӑна чӑвашла ҫырма нимӗнле саккун та чармасть). Йыхрав хутне ун патне чӑвашла яманнишӗн айӑпланакан журналист Сергей Трихалкин тӳрене те явап тыттарасшӑн.

#судсем, #Муркаш, #чӑваш чӗлхи, #Сӗтев

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1215.html
 

Комментари:

Agabazar // 3266.48.1786
2013.08.15 20:19
Agabazar
Цитата: "Йыхрав хутне ун патне чăвашла яманнишĕн айăпланакан журналист Сергей Трихалкин тӳрене те явап тыттарасшăн." Иккĕлле-виççĕлле ăнланмалла ан пултăр тесен ак çапла çырсан аван: Айăпланакан журналист , йыхрав хутне ун патне чăвашла яманнишĕн, Сергей Трихалкин тӳрене те явап тыттарасшăн.
Migulaj // 3210.32.0232
2013.08.16 06:19
"Хыпар: Илле Иванов суда каясшăн мар"
Ку çырни суя пулмалла. Тархасшăн, тĕрĕс çырăр. Ман шутпа пачах та урăхла: Илле Иванов тăван чĕлхене Чăваш çĕршывĕнче пурне те хисеплетересшĕн.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем