Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов ултавҫӑсене 1,5 млн тенкӗ куҫарса панӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 19.02.2024 09:53 | 3183 хут пӑхнӑ
Персона

Канаш тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, Раҫҫей Геройӗн ятне тивӗҫнӗ Николай Гаврилова ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса хаварнӑ. Палламан ҫынсем хӑйсемпе «ФСБ ӗҫченӗ» тесе паллаштарнӑ. 65-ри Николай Гаврилов хӑй те унта тахҫан ӗҫленӗ.

Ун патне Раҫҫейри Геройсен ассоциацийӗнчен шӑнкӑравланӑ имӗш. Унӑн укҫине такамсем хапсӑнаҫҫӗ иккен. Унтан Николай Гаврилова «ФСБ ӗҫченӗпе», «Тӗп банк ҫыннипе» калаҫтарнӑ. Вӗсем ӑна счечӗ ҫинчи 1,5 млн тенкине илсе «хӑрушсӑр счет» ҫине хума ӳкӗте кӗртнӗ.

Герой укҫана тӑватӑ кунра палламан ҫынсене куҫарса панӑ. Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче вара вӑл хӑйне улталанине ӑнланнӑ та полицие кайнӑ.

#ултавҫӑсем, #укҫа-тенкӗ, #полици

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bazabazon/25289
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери ТУРКАЙ // 5886.3.6615
2024.02.19 10:32
Шел! Питĕ шел!
Николай Федорович ГАВРИЛОВ - пĕтĕм чăваш халăхĕн, пĕтĕм Раççейĕн Чапĕ, Мухтавĕ, Совеçĕ! Мĕнле хăйнă мраçсем çак Çынна улталама?!
Тамăкра çунаççĕ вĕт кĕççепитсем!!! ТУРĂ пур!!!
Милици пурпĕрех шыраса тупать вĕсене! Эп -- иккĕленместĕп!
Валери ТУРКАЙ

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем